Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.6 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫӑмӑл атлетика

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

ШӖМре ӗҫлекен Ксения Васильева Пӗтӗм тӗнчери «Шурӑ каҫсем» марафонра ҫӗнтернӗ. Вӑл 20-22 ҫулсенчи спортсменкӑсемпе ӑмӑртнӑ. Ксения 42 ҫухрӑм та 195 метра 3 сехет те 1 минут та 38 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.

Маршрут Санкт-Петербурги паллӑ вырӑнсем патӗнчен иртнӗ. Марафона 50 ытла ҫӗршыври 20 пине яхӑн спортсмен хутшӑннӑ.

Палӑртмалла: Ксения ачаранах спортпа туслӑ, вӑл триатлона, служба биатлонне тата ҫӑмӑл атлетикӑна юратать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_22540
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Татьяна Комендантова – спортсменка пулнӑ, халӗ стюардессӑра ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӑл «Стюардессӑсен Топӗ» пӗтӗм тӗнчери конкурс ҫурма финалне тухнӑ.

Татьяна Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, Олимп резервӗсен шкулӗнче спорт енӗпе аталаннӑ. 9 ҫул каялла вара Мускава куҫса кайнӑ.

Спорт хыҫҫӑн вӑл патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫленӗ, унта ӑнӑҫлӑ карьера тума пултарнӑ. Анчах унӑн чунӗнче урӑх ӗмӗт тӗвӗленнӗ: стюардесса пуласси. 32-е чухне Татьяна профессие улӑштарнӑ. Пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ вӑл бортпроводницӑра ӗҫлет. Халӗ Татьяна Мароккӑра иртекен ҫӑмӑл атлетика чемпионатне хутшӑнма хатӗрленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-132670140_30895
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Тӗнче класлӑ спорт мастерӗн Мальвина Петрова тин кӑна Хусанти марафонра ҫӗнтерни пирки пӗлтернӗччӗ. Спортсменка ав тепӗр ылтӑн медаль те ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ!

Вӑл Чулхулара иртнӗ «Чуп, паттӑр» ыр кӑмӑллӑх ҫурма марафонӗнче финиша чи пӗрремӗш ҫитнӗ. Мальвина дистанцие 1 сехет те 27 минут та 17 ҫеккунтра чупса тухнӑ.

Палӑртса хӑварар: Мальвина – 3 ача амӑшӗ, вӗсене чӑн чӑвашла ят панӑ: Пинерпи, Асамат тата Савир.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13419
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан спортсменка Надежда Лаврентьева Китайри Тайбэ хулинче спорт ветеранӗсен хушшинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи вӑйӑсенче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 5 ҫухрӑм дистанцие пӗрремӗш парӑнтарнӑ. Халӗ Надежда ҫӗнӗ ӑмӑртӑва хатӗрленет. Хальхинче унӑн 10 пин ҫухрӑма парӑнтарма тивӗ.

Палӑртса хӑварар: Китайри ӑмӑртӑва 107 ҫӗршыври 30 ҫултан аслӑрах 25 пин ытла спортсмен пухӑннӑ. 65 ҫултан аслӑраххисем 2 пин ытла спортсен пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21521
 

Спорт

Чӑваш Енри спортсменка Ирина Вразарь тӑватӑ енлӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ «Шиповка юных» ӑмӑртура икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Хусан хулинче иртнӗ.

13 ҫулти Ирина 600 метрлӑ дистанцие 1 минут та 40,52 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Пӗтӗмӗшле зачетра 377 очко пухнӑ.

Ҫапла пирӗн ентеш ылтӑн тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсӗ илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20451
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Беларуҫри Минск хулинче ветерансен хушшинчӗ ҫӑмӑл атлетика енӗпе уҫӑ чемпионат иртнӗ. Унта Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнчи Надежда Лаврентьева мала тухни пирки пӗлтернӗччӗ.

Пирӗн тепӗр ентеш те унта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Виктор Семенов 3 ҫухрӑма 16 минут та 22,60 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Ку 70-74 ҫулсенчи спортсменсен зушшинчӗ – тӗнчери ҫӗнӗ рекорд.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19473
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Нимӗнле ӳсӗм те ҫынна спортра ҫитӗнӳсем тума чӑрмантармасть. Ҫакна Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан Надежда Лаврентьева ӗнентерсе парать.

Вӑл Беларуҫре ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ уҫп чемпионатра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ку кӑна мар, вӑл 3 ҫухрӑма утса харпӑр рекордне те ҫӗнетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19462
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Мария Мамаева мӗн ҫуралнӑранпах курмасть. Анчах вӑл пуҫ усмасть, спортра ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑвать.

Нумаях пулмасть хӗрача Хусанта иртнӗ ӑмӑртура «Акватлон: ишни тата чупни» дисциплинӑра тупӑшнӑ. Марийӑпа юнашар спортӑн ку тӗсӗнче палӑрнӑ Светлана Соколова ӑмӑртнӑ. Вӗсем иккӗшӗ пӗрле пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_73268
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫак кунсенче Самар хулинче «Чупура эпир пӗрлӗхре» ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ. Ӑна Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне халалласа ирттернӗ.

Унта пирӗн ентеш, Шупашкар округӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн «кӗмӗл нимеҫи» Роза Алексеева, хутшӑннӑ. Роза Васильевна 65-69 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче 3 ҫухрӑм чупнӑ. Вӑл финиша пуринчен малтан ҫитнӗ.

Палӑртмалла: Роза Алексеева – ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионкин ятне 18 хут тивӗҫнӗ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен тата Чулхула облаҫӗн чысне ӑмӑртусенче хӳтӗлекен Виктория Максимова «Спорт королевин» тӑххӑрмӗш тапхӑрне хутшӑннӑ. Вӑл унта кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

Ӑмӑрту Мускав хуинче иртнӗ. Виктория 200 метрлӑ дистанцие чупса финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗ - 23,49 ҫеккунт.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗлпулусемпе пуян эрне. Инҫе ҫула тухакансене, лавккасем тӑрӑх ҫӳреме палӑртнисене ӑнӑҫу кӗтет. Пултарулӑх профессийӗнчи ҫынсене те ҫӑлтӑрсем пулӑшӗҫ. Эрне тухӑҫлӑ пулсан та лӑпкӑлӑх, юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 05

1895
131
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1932
94
«Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1998
28
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи